Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Уйăха Шуйттан чурисем хупса хуни


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Хĕвелпе Уйăха Турă тунă. Хĕвелпе Уйăх нихăçан уйрăлми пĕрле çӳренĕ. Анчах та пĕррехинче çапла кăнтăрла уçăлса çӳренĕ чухне Уйăхĕ çĕтсе юлать. Уйăха Шуйттан чурисем хăйсем патне кĕлете хупса лартаççĕ. Уйăха вĕсем сĕм çĕрле çеç уçăлма кăлараççĕ, уйăхра ăна пĕрре тăрантараççĕ. Çавăнпа Уйăх каçхине çеç тухать, уйăхра пĕрре тулли уйăх пулать.
    
    1993 ç. Чăваш Енри Шупашкар районĕнчи Станьялта 74-ри М.В. Моисеевăран С.Моисеева çырса илнĕ. — ЧЛК, 1993, 600-мĕш тетр.
    
Ытти уйăхпа хĕвел çинчен каланă халапсене пăхма пултаратăр.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки